Вӑхӑт — Талккӑш

 

3254Ҫӗрлехи сӗмлӗхе шанма ҫук.Ҫӗр — Кун
3255Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗрлӗ.Ҫӗр — Кун
3256Ҫӗртен-ҫӗрех ҫӗр килмест, кунран-кунах кун килмест.Ҫӗр — Кун
2782Ҫисе пӗтерсен тин тарҫине курнӑ.Вӑхӑт — Талккӑш
3095Ҫу ӑшшине хӗве чикеймӗн.Ҫу — Хӗл
3096Ҫу вӑрӑмми мар, ӑшши пултӑр.Ҫу — Хӗл
3097Ҫу килесси хӗлрен паллӑ.Ҫу — Хӗл
3098Ҫу ҫуратать, уй мар.Ҫу — Хӗл
3099Ҫу уйӑхӗ ҫунатлӑ.Ҫу — Хӗл
3100Ҫу уйӑхӗ час иртет — чарак хурса чарма ҫук.Ҫу — Хӗл
3101Ҫул епле, унашкал вутӑ, улӑм.Ҫу — Хӗл
3107Ҫулла — хӗллешӗн, хӗлле — ҫуллашӑн.Ҫу — Хӗл
3102Ҫулла пуҫтар, хӗлле салат.Ҫу — Хӗл
3103Ҫулла пуҫтарать те хӗлле ҫисе ярать.Ҫу — Хӗл
3104Ҫулла сулхӑнра, хӗлле хӑнара.Ҫу — Хӗл
3105Ҫулла ҫуна кӳлес ҫук, хӗлле урапа кӳлес ҫук.Ҫу — Хӗл
3106Ҫулла тухман тар хӗлле тухать теҫҫӗ.Ҫу — Хӗл
3108Ҫулла хурт-кӑпшанкӑ та чӗрӗлет.Ҫу — Хӗл
3109Ҫуллахи кун хӗле тӑрантарать.Ҫу — Хӗл
3013Ҫур мучипе Кӗр мучи ула лаша ҫинче ҫӳреҫҫӗ.Ҫур — Кӗр
3014Ҫур чечекпе илемлӗ, кӗр — кӗлтесемпе.Ҫур — Кӗр
3015Ҫур чӗртет, хӗл пӗтерет.Ҫур — Кӗр
3016Ҫур ырхан та, кӗр мӑнтӑр.Ҫур — Кӗр
2887Ҫуралас япала тӑхтамасть.Хуллен — Хӑвӑрт
3017Ҫуркунне — ах тет, кӗркунне — ӑх тет.Ҫур — Кӗр
3022Ҫуркунне — пултӑран, кӗркунне — шӑрттан.Ҫур — Кӗр
3023Ҫуркунне — сӗреке, кӗркунне — кӗреке.Ҫур — Кӗр
3024Ҫуркунне — ҫеҫки, кӗркунне — курланки.Ҫур — Кӗр
3018Ҫуркунне вӑй хурсан кӗркунне мул пухан.Ҫур — Кӗр
3019Ҫуркунне енне кайсан турпас та айлӑ-ҫийлӗ выртать.Ҫур — Кӗр
3020Ҫуркунне куккук килет, кӗркунне чакак килет.Ҫур — Кӗр
3021Ҫуркунне наян пулмасан кӗркунне пуян пулӑн.Ҫур — Кӗр
3025Ҫуркунне ҫӗр айӗнчен ӗҫ тухать теҫҫӗ.Ҫур — Кӗр
3026Ҫуркунне ҫитсен кайӑк та мӑшӑр шырать.Ҫур — Кӗр
3027Ҫуркунне ҫитсен пӳлме тӗпӗ ҫуталать.Ҫур — Кӗр
3028Ҫуркунне ҫитсен ҫерҫин те чунӗ савӑнать.Ҫур — Кӗр
3029Ҫуркунне ҫитсен ҫӗрулми те куҫне уҫать.Ҫур — Кӗр
3030Ҫуркунне ҫитсен тӑлӑп ҫухи кирлех мар.Ҫур — Кӗр
3031Ҫуркунне ҫул усал.Ҫур — Кӗр
3032Ҫуркунне ҫутӑ ӗмӗт ҫуралать.Ҫур — Кӗр
3033Ҫуркунне тӑри ҫуначӗ ҫинче вӗҫсе килет.Ҫур — Кӗр
3034Ҫуркунне турпас та айлӑ-ҫийлӗ выртать.Ҫур — Кӗр
3035Ҫуркунне турта пуҫӗ те хунав кӑларма хатӗр.Ҫур — Кӗр
3036Ҫуркунне упа та ура ҫине тӑрать.Ҫур — Кӗр
3037Ҫуркунне ӳркенсен кӗркунне ӳкӗнтерӗ.Ҫур — Кӗр
3038Ҫуркунне хӗр пӑхать, кӗркунне туй тӑвать.Ҫур — Кӗр
1039Ҫуркунне хӗрлӗ пелетӗш пек, кӗркунне кӗлте пек.Ҫур — Кӗр
3039Ҫуркунне хитре ҫеҫкепе, кӗркунне — кӗлтепе.Ҫур — Кӗр
3040Ҫуркунне хусаха та арӑм кирлӗ.Ҫур — Кӗр
3041Ҫуркунне хутаҫ ҫактарать.Ҫур — Кӗр